Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланмалла. Кӑҫалхи диктант тексчӗсен конкурсӗ ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 15 сехетре, иртмелле. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе филологийӗ енӗпе ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Александр Кузнецов диктант йӗркелӳҫисенчен пӗрне, «Хыпар» издательство ҫуртне, паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурса икӗ ӗҫ ҫеҫ пынӑ. Иккӗшне те Геннадий Волков этнопедагог хайлавне тӑратнӑ. Текста кам вулассине те (ӑна Наци радиовӗпе тата Тӑван радиопа та итлесе ҫырма май килӗ) кӗҫнерникун палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ. 2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Курава тӑратнӑ ӗҫсенчен пӗри Виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен семинарӗ иртнӗ. Унта Шупашкартан ҫеҫ мар сумлӑ делегаци пырса ҫитнӗ. Йышра пулнӑ 19-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Тавӑшкасси шкулӗнче «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗрки декораципе ӳнерӗнче» курав та ӗҫленӗ. Поваркасси шкулӗнче «Иртнӗ пурнӑҫа манакан — паянхи пурнӑҫран юлакан» уяв каҫӗ иртнӗ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова вӑл тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те доклада тӗплӗн хатӗрленӗ. Шупашкарти Ирина Диарова доклачӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Галя Безбородова сӑнӳкерчӗкӗ Тӗмен облаҫӗнчи Горьковка тата Солобаево вӑтам шкулӗсенче педагогсем валли чӑвашла семинарсем иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров педагог пулнӑ. Вӗсене вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» наци ассоциацийӗ Чӑваш культурин кунӗсене йыхравланӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тем тӗрлӗ мероприяти ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чӑваш юрри-ташшиллӗ уяв йӗркелесшӗн. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫасшӑн. Ун чухнех наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхтармашкӑн май туса парасшӑн. Ака уйӑхен 15-мӗшӗнче Тобольскра Никита Бичуринӑн асӑну хӑмине уҫасшӑн. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ман тӑван ен» фотоконкурса пӗтӗмлетесшӗн. Чӑваш Енри вӗрентекенсен семинарӗ Чӑваш культурин кунӗсене уҫакан мероприяти тесе хакламалла. Унта чӑваш мар ачасене ют халӑх культурипе, кунта сӑмах чӑвашсем пирки пырать, епле кӑсӑклантармалли ҫинчен калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑн Шупашкарти педагогика ӗҫченӗсен «XXI ӗмӗр» ассоциацийӗн «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче професси конкурсне хутшӑннӑ. Ку сумлӑ ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине 54-мӗш вӑтам шкул хастарӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. «Чӗлхе уҫҫи — сӑмах тӗшши» конкурсра «вӑй виҫме» тӗп хуламӑрти 1, 2, 4-мӗш гимназисен, 49, 54, 55, 41-мӗш вӑтам шкулсен 15 педагогӗ кӑмӑл тунӑ. Тӑхӑр тапхӑрта тӗрлӗ ӗҫ экран ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса пынӑ. Паллах, кунта фольклор, литература, чӗлхе енӗпе хӑш-пӗр ыйтусене аса илме ансатах пулман. Апла пулин те вӗрентекенсем пуҫа усман, пур ӗҫе те тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Жюрин кӑсӑклӑ ӗҫне Владимир Иванов профессор, «Асамат&Шевле» ача-пӑча журналӗн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, 3-мӗш лицей вӗрентӳҫи Александра Васильевна Ласточкина туса пычӗҫ. Нумай ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче вӑй хуракан В.А. Иванов ӑсчах хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ — учительсене пурне те тав турӗ, канаш-сӗнӳсемпе, салам сӑмахӗсемпе малашне те ӑнӑҫусем пиллерӗ. Чи хумхануллӑ вӑхӑт вӑл — пӗтӗмлетӳсем туни. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ. Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле. Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Вӑт эпир паян чӑваш орфографийӗпе нушаланатпӑр. Пурте пӗлеҫҫӗ: ҫав нуша никӗсӗнче хисеплӗ Иван Андреевич Андреев еткерӗ тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗрентессинчи хӑшпӗр урӑх инкеклӗ ыйтусем те ҫав мухтавлӑ ятпах ҫыхӑннине чухламаҫҫӗ те. Чӑваш чӗлхине шкулсенче чӑнласах вӗрентес тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫе грамматикӑна вӗрентесси ҫинче никӗслесе туса пымалла. Унран лайӑхрах, юрӑхлӑрах меслет халиччен никам та шыраса тупайман. Шыраса та тупаймӗҫ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш грамматики тӗлӗшпе пуринчен те нумайрах ҫыраканни Чӑваш гуманитари институтӗнче ӗҫлекен Эдуард Евгеньевич Лебедев пулас. Ку чӑнах та ҫапла иккенне ӗненес тесен, "Чувашский гуманитарный вестник" текен ӑслав журналне ҫеҫ уҫкаласа пӑхмалла. Эп, Акапасар, шкулта чӑваш программипе вӗреннӗ ҫын. Пӗрремӗш класран вуннӑмӗш класа ҫитичченех ҫапла пулнӑ. ("Нулевой класс" текенни пулман ун чухне). Чӑваш чӗлхине яланах юратса, тӑрӑшса вӗреннӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑвашла скайппа калаҫма пулать иккен. Кун пирки «Аван-и? ☼ Чӑвашла Messengerсем» ушкӑнра паян ирпе Сарман Игитбаев ятлӑ ҫын пӗлтернӗ. Унта ҫапларах ҫырса хунӑ: «Тусна, тӑванна, юратнӑ ҫынна тӳлевсӗрех шӑнкӑравла — скайпра! Паллашма, выляшма, туслашма, тавлашма — скайпа! Скайппа усӑ куракансем пӗр-пӗрне тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Скайп кунсеренех пуплеме те, кирлӗ ӗҫ тума та пит меллӗ хатӗр». Унтан ҫапла хушса хунӑ: «Паянхи кун чӑвашла калаҫакансем, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл тунисем тӗнчипех пурӑнаҫҫӗ. Ку ушкӑна скайпра та тӑван чӗлхепе, чӑваш чӗлхипе пуплешекенсене ҫыхӑнма йӗркеленӗ». Скайппа чӑвашла калаҫас тесен http://vk.com/topic-143142075_35131349 каҫӑпа иртсе логин ҫырса хӑвармалла. Калаҫӑвӑн тӗллевне те палӑртма юрать иккен. Унтах конференц-канашлу е презентаци те йӗркелеме пулать тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пинеслу (Татьяна Николаева) Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле. «Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Тӑван радио, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланать. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑвашлӑх анинче ятарласа вӑй хуракансем яваплӑха туйса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех хамӑр халӑхӑн пултаруллӑ вӑйне кӑтартма тивӗҫ. Иртнӗ ҫулсенчи диктант тексчӗсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина тележурналист хатӗрленӗччӗ, чӑвашсен паллӑ прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни («Асран кайми кун») тата А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |